Авторӗсем: Николай Казаков
Эс, эс, эс вара улталарӑн
Эс илтӗн теприне
Эс, эс нумай сӑмах каларӑн
Каларӑн тӗррине
Эс, эс, анчах та каламарӑн
Чунтан эп кӗтнине
Эс, эс нихҫан та шутламан вӗт
Мана юратма
Эс, эс, эс манпа ҫӳрерӗн
Ҫӳрерӗн йапанма
Эп сана шанса юратрӑм,
Ҫул шырарӑм сан чунна.
Кӑмӑлтан сана юратрӑм,
Патӑм чунӑма уҫса.
Каҫсерен сана кӗтетӗп
Пирӗшти пек савӑнса.
Хушса юрламалли:
Ма ҫав тер айван,
Айван пулнӑ эпӗ.
Ма ҫав тер тӑнланнӑ
Чее юмахна.
Ах мӗн-ма ӗненнӗ
Кашни сӑмахна.
Ма кӑштах туйман-ши
Вӗҫсӗр ултавна.
Эс, эс, эс вара улталарӑн
Эс илтӗн теприне
Эс, эс нумай сӑмах каларӑн
Каларӑн тӗррине
Эс, эс, анчах та каламарӑн
Чунтан эп кӗтнине
Эс, эс нихҫан та шутламан вӗт
Мана юратма
Эс, эс, эс манпа ҫӳрерӗн
Ҫӳрерӗн йапанма
Санпала эп калаҫаттӑм
Пытармасӑр нимӗнте
Санпала ҫеҫ пулас теттӗм,
Пулас теттӗм ҫумӑнта.
Ма тесессӗн юрататтӑм,
Юрататтӑм вилесле.
Хушса юрламалли:
Ма ҫав тер айван,
Айван пулнӑ эпӗ.
Ма ҫав тер тӑнланнӑ
Чее юмахна.
Ах мӗн-ма ӗненнӗ
Кашни сӑмахна.
Ма кӑштах туйман-ши
Вӗҫсӗр ултавна.